Туркай вулавӗсем – «Ан хӑр, юман, ан ватӑл!»
Пучинке салинче нарӑсӑн 17-мӗшӗнче чӑн-чӑн поэзи уявӗ иртрӗ.Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ «Туркай вулавӗсем – «Ан хӑр, юман, ан ватӑл!» фестиваль кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пулчӗ Фестивале хутшӑнакан пултаруллӑ ачасем тата ҫитӗннисем сцена ҫинчен Валерий Туркай тата Раиса Сарпи ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ.
Конкурс хутшӑнакансен ҫулӗсене кура 6 пая пайланчӗ: шкул ҫулне ҫитменнисем, 1-4, 5-7, 8-11 классенче вӗренекенсем , 18-35 ҫулхисем тата 35 ҫултан иртнисем хушшинче. Хак панӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем палӑрчӗҫ, пурне те дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ. Валерий Владимирович Туркай кашни конкурсанта сцена ҫине тухса кӗнекесем парнелесе савӑнтӑрчӗ, кашнине кирлӗ сӑмахсем тупса хавхалантарчӗ, тепӗр чух лӑплантарчӗ те. Кашние валли уйрӑм кирлӗ сӑмах тупма пултарчӗ.
Кӗлӗмкасси культура ҫурчӗ ячӗпе 18-35 ҫултисем хушшинче Валерия Федорова Валери Туркай ҫырнӑ «Салтак амӑшӗ» хухлеве питӗ хумханмалла, чӗрене тивмелле, куҫҫуль кӑлармалла вуласа пачӗ, 1-меш вырӑна тухрӗ. Çавӑн пекех, унӑн вӗрентекенӗ Надежда Никандрова хай те 35 ҫултан иртнисем хушшинче 1 вырӑна тивӗҫрӗ. Вӑл та Валери Туркайан «Ан хӑйӑр хурлама ман халӑха» сӑвва ҫав тери ӗненмелле. хастар каласа пачӗ. Ӑна автор, чӑваш халӑх поэчӗ, Валери Туркай: «Сирӗн пек лайӑх ку сӑвва урӑх никам та вулаймась, — тесе ырларӗ.
Конкурса Кӗлӗмкасси шкулӗнче вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗс. Софья Федорова 1- мӗш вырӑн, Ангелина Федорова 2- мӗш вырӑн, Андрей Петровпа Егор Басманцев та дипломсемпе таврӑнчӗс.
Уяв тӗлӗнмелле ӑшӑ та килӗшӳллӗ лару-тӑрура иртрӗ, вӑхӑчӗ чылая тӑсӑлни те пачах сисӗнмерӗ.