Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫ районĕнче «Хурамалти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта» «Культурӑпа искусство: йӑла-йӗрке тата хальхи вӑхӑтри» IX тӗнчери наукӑпа практика конференцийӗ пулчӗ. Ку мероприятине куҫарса яраканӗ халӑх художество пултарулӑх кафедри «Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗ». Ҫак конференцире Ирина Столярова, 10 классра вӗренекен, «Дина Трякова — тӗрӗ ӑсти» темӑпа проекта хӳтӗлерӗ. Ертсе пыракнӗ тата ҫавӑн пекех шкул ачисене проект ҫырма вӗрентекенӗ «Чӑваш чӗлхипе литература» вӗрентекенӗ Наталия Александрова пулчӗ. Пурӗ 7 вӗренекен, кашни хӑйӗн темисемпе проектсене хӳтӗлерӗҫ.

Дина Трякова Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче культура ҫуртӗнче ӗҫлекен культйӗркелӳҫӗ, чӑвашлӑха анне пекех юратакан хӑй хатӗрленӗ ал ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Динӑн чунне килӗшекен ӗҫ вӑл – чӑваш наци ҫи – пуҫне ӑсталасси. Килӗнче тухья, хушпу, пиҫҫихи, мӑй ҫыххи, масмак валли ятарласа пӗр шкап уйӑрнӑ. Капӑрлӑх хатӗрӗсене, сӑн ӳкерчӗкӗсене автор социаллӑ сетьре вырнаҫтарнӑ май, унӑн пултарулӑхӗпе тӗрлӗ хулари тата чикӗ леш енче пурӑнакансем те паллашаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Дина Трякова Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Японире «ҫуралнӑ» «Кинусайга» техникӑпа ҫӗнӗ ал-ӗҫӗ хатӗрленӗ. Ку ӳкерчӗкре чӑвашӑн ялавӗ вырнаҫнӑ тата сӑмахсемпе ҫырса хунӑ «Чӑваш Ен Пӗрле 100 ҫул». Ҫавӑн пекех, тинь ҫеҫ Йӗпреҫ районӗн гербне пӑхӑнса ҫӗнӗ ӗҫ йӗркеленӗ.

«Дина Трякова пултарулӑхне тӗпченӗ май ҫакӑ палӑрчӗ: ал ӑсти хӑйӗн ӗҫӗсене тӑрӑшса тата чунтан тӑвать. Эпӗ питӗ савӑнтӑм пирӗн тӑрӑхра ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫынсем пурришӗн, вӗсем чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем пулнӑшӑн. Кун пек ӑстасем пулсан чӑваш культури пӗтсе лармӗ, малалла та аталанӗ. Дина Анатольевнӑ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчесе ман хамӑн та ал-ӗҫӗ патне чун турта пуҫларӗ. Малашлӑхра, тен, эпӗ те ҫак енӗпе ӗҫлеме пуҫлӑп» — терӗ Ирина Столярова, Хурамал шкулӗнче вӗренекен, хӑйӗн проектне хӳтӗленӗ май.

Сывпулашнӑ май Дина Трякова тав сӑмахӗ каласа Иринӑна асӑнмалӑх хӑлха ҫакки парнелерӗ

от adminrdk

Добавить комментарий