Ҫӗртме уйӗхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республика кунне халалласа тата Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул йӗркелесе янӑ ятпа, чӑваш наци телерадиовӗн тӳрӗ эфирӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче культура ҫуртӗнче ӗҫлекен культйӗркелӳҫӗ, чӑвашлӑха анне пекех юратакан Дина Трякова хӑнара пулчӗ.

        Дина хӑй хатӗрленӗ ал-ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Вӑл вӗтӗ шӑрҫаран тата тенкӗрен тухья, хушпу, масмак, мӑй ҫыххи, хӑлха ҫакки ӑсталать.

        Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Япони техникинчи «Кинусайга» ҫӗнӗ ал-ӗҫӗ хатӗрленӗ. Ку ӳкерчӗкре чӑвашӑн флагӗ вырнаҫнӑ тата сӑмахсемпе ҫырса хунӑ «Чӑваш Ен Пӗрле 100 ҫул».

      Дина Трякова Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин «Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ» аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ бюджет учрежденийӗнче вӗренет. Вӑл курс ӗҫне те чӑваш халӑх юмахӗпе ҫыхӑнтарса «Уйӑх ҫинчи хӗр» Япони техники «Кинусайга»  енӗпе хатӗрленӗ.

     Сывпулашнӑ май Дина Трякова малалла та Япони техникине «Кинусайга» тата шӑрҫаран, тенкӗрен ал-ӗҫӗсене аталантарас тивӗҫпе ӗҫлетӗп терӗ Пучинкери культура ҫурчӗнче ӗҫлекен Дина Трякова